Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче Хӗл мучисемпе Юр пикесем парада тухнӑ. Унта районти культурӑпа кану учрежденийӗсенчи ӗҫченсем хутшӑннӑ.
Парада 50 ытла Хӗл мучипе Юр пике ҫитнӗ. Вӗсен хушшинче юмахри сӑнарсем те пулнӑ. Илемлӗ тум тӑхӑннӑскерсем районти культура ҫуртӗнчен пуҫласа вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс таран утнӑ, унтан администраци ҫурчӗ патне ҫитнӗ.
Урам тӑрӑх утакан Хӗл мучисемпе Юр пикесем, юмахри сӑнарсем район ҫыннисен кӑмӑлне ҫӗлкенӗ. Мероприятие пухӑннисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ. Парад хыҫҫӑн ҫынсем вӑйӑ картинче савӑннӑ.
Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗ ҫывӑхӗнчи ҪҪХПИ посчӗ патне халӗ аслисем кӑна мар, ачасем те туртӑнаҫҫӗ. Ҫак вырӑн Ҫӗнӗ ҫул умӗн чӑн-чӑн юмаха ҫаврӑннӑ. Елкӑсене капӑрлатнӑ, вӗсен тавра – Юр кӗлеткесем. Вӗсене те гирляндӑсемпе илемлетнӗ. Хӑшӗ-пӗри музыка инструменчӗ тытнӑ, теприсен – капӑр калпакпа шарф.
Ҫавӑнтах Хӗл мучипе Юр пике вырӑн тупнӑ. «С Новым годом!» (шел, чӑвашла мар) тесе ҫырма та манман. Илемлӗ инсталляци иртен-ҫӳрен кӑмӑлне ҫӗклет, уяв тӗлне кӑмӑла хӑпартать.
Ҫак илеме Шӑхасан ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗсемпе ҪҪХПИ инспекторӗсем тунӑ.
Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме тытӑнтӑр-и? Республикӑра вара уявра мӗнле мероприятисем ирттересси пирки шутлама тытӑннӑ ӗнтӗ. Тӗп чӑрӑша та вырнаҫтарнӑ. Аса илтерер: вӑл Республика лапамӗнче ларать.
Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкарта Мускав ҫыранӗ хӗрринче Хӗл Мучисем кайтпа ярӑнса ӑмӑртӗҫ. Мероприяти 12 сехетре пуҫланӗ.
Кайт – мӗн вӑл тетӗр-и? Вӑл – парӑс евӗр сывлӑш ҫӗленӗ, ӑна ятарлӑ планкӑпа стропсем ҫумне ҫирӗплетнӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, кайт-парада 20 ытла Хӗл Мучи тухӗ.
Старт вӗҫленсен чӑрӑш патӗнче чей те ӗҫтерӗҫ.
Водительсене тӗрӗслеме Хӗл Мучи тухнӑ. ҪҪХПИ ӗҫченӗ, хура-шурӑ жезл тытнӑскер, Шупашкартан тухса кайнӑ ҫӗрте дежурствӑра тӑнӑ. Шур сухал водительсене штрафламан, Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламланӑ.
Саламланӑ кӑна мар, парне те панӑ. Хӗл Мучи «шипы» наклейкӑсене водительсен машини ҫине ҫыпӑҫтарнӑ, 2018 ҫулта ӑнӑҫу, телейлӗ те такӑр ҫул суннӑ.
Сӑмах май, Чӑваш Енре «корпоратив» операци пырать. Ӳсӗр водительсене тытсан ҪҪХПИ ӗҫченӗсем пуҫран шӑлмӗҫ, ун чухне вӗсене Ҫӗнӗ ҫул асамлӑхӗ ҫӑлаймӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта Хӗл Мучисемпе Юр Пикесен, юмахри сӑнарсен парачӗ иртнӗ. Хула администрацийӗн порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, уява 2000 ытла ҫын костюмсем тӑхӑнса тухнӑ.
Хӗл Мучисем, Юр Пикесем, юмахри сӑнарсем «Химик» культура керменӗ патӗнчен Собор лапамӗ таран утнӑ. Ҫӗнӗ ҫул костюмӗсене тӑхӑннӑ ҫынсем иртен-ҫӳрен кӑмӑлне ҫӗкленӗ, уяв кӑмӑлне хӑпартнӑ.
Парада хутшӑннисен йышӗнче вӗренӳ организацийӗсен элчисем, предприятисемпе организацисен ӗҫченӗсем пулнӑ. Вӗсем Ҫӗнӗ ҫул уявӗн тӗп сӑнарне – Собор лапамӗнчи чӑрӑша – савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Юлашкинчен «Чи лайӑх Хӗл Мучи», «Чи лайӑх Юр Пике», «Юмахри чи лайӑх сӑнар» номинацисенче чысланӑ.
Энергоперекет предприятийӗсене парӑма кӗнӗ ҫынсем патне Хӗл Мучипе Юр Пике ҫитнӗ. Ҫук, Ҫӗнӗ ҫулпа саламлама мар, парӑм пирки аса илтерме.
ЧР суд приставӗсене федераци службин порталӗнче нумаях пулмасть массӑллӑ рейд ирттерни пирки пӗлтернӗ. Ҫак мероприяти вӑхӑтӗнче 1 миллион та 700 пин тенкӗ парӑма шыраса илнӗ, 99 пурлӑха арестленӗ.
Рейд хӑйне евӗр иртнӗ. Суд приставӗсемпе тата газовиксемпе Хӗл Мучипе Юр Пике ҫула тухнӑ. Вӗсем 10 пин ытларах парӑма кӗнӗ ҫынсен алӑкӗнчен шакканӑ.
Сӑмах май, кӑҫал парӑмҫӑсенчен пӗтӗмпе 40 миллион тенкӗ ытла шыраса илнӗ.
Ачасем Хӗл Мучи пуррине ӗненеҫҫӗ. Унпа калаҫма пулать-и? Паллах! Тӗнче тетелӗнчи пӗр блог йӗркелӳҫисем пӗчӗккисем валли Ҫӗнӗ ҫул парни хатӗрленӗ. Ачасем телефонпа шӑнкӑравласа Хӗл Мучипе калаҫма пултараҫҫӗ.
Блог йӗркелӳҫисем Раҫҫейре пурӑнакансене темиҫе телефон номерӗ сӗннӗ. Вӗсемпе шӑнкӑравласан телефон кӗпҫине Хӗл Мучи тытать, ача унпа калаҫма пултарать. Чӑн-чӑн Хӗл Мучи мар паллах. Ун вырӑнне автоответчик пулӗ, вӑл ачана ыйтусене хуравлама май туса парса пӗчӗк тӑхтавсемпе калаҫӗ.
Пур номерпе те тӳлевсӗрех шӑнкӑравлама пулать. Списокра сирӗн хула ҫук тӑк кирек хӑш номерпе те шӑнкӑравлама май пур. Анчах ун чухне укҫа тӳлеме тивет.
Списокра – 50 ытла хула. Телее, вӗсен йышӗнче Шупашкар пур. Телефон номерӗ: +7(835)223-86-82.
Тутарсен тата мӑкшӑсемпе ҫармӑссен Хӗл Мучийӗсем чӑвашӑннипе танлаштарсан хисеплӗрех. Кун пирки ТурСтат тишкерӳ агентстви хатӗрленӗ танлаштарӑм (рейтинг) тӑрӑх пӗлме пулать.
Нумай пулмасть агентство тӗрлӗ халӑхсен Хӗл Мучийӗсене танлаштарса пӑхнӑ, вӗсен сумне тата хисепне тишкернӗ. Пирӗн Хӗл Мучи 8-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Кӳршӗлле халӑхсенне пӑхсан тутарсен Кыш Бабайӗ 2-мӗш вырӑнта; удмуртсен Тол Бабайӗ — 5-мӗш; ҫармӑссен Йӳштӑ Кукӑса (Йӱштӧ Кугыза) — 6-мӗш; мӑкшӑсен Якшама Атя — 7-мӗш. Пӗрремӗш вырӑна вара вырӑссен Дед Морозӗ йышӑннӑ. Пурӗ миҫе халӑх Хӗл Мучийӗ танлаштарӑма хутшӑннине тишкерӳ агентстви пӗлтермест. Мӗнле критерисене тӗпе хурса вырӑнсене пайлани те паллӑ мар.
Чӑвашсен Хӗл Мучи вырӑнӗ Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплексра вырнаҫнӑ.
Паян Хӗрлӗ Чутайра Кивӗ Ҫӗнӗ Ҫула халалласа Хӗл Мучисемпе Юрпикесен парачӗ иртрӗ. Уява районти пур ял тӑрӑхӗнчи Хӗл Мучисемпе Юрпикесем тата юмахсенчи тӗрлӗ сӑнарсем хутшӑнчӗҫ.
Хӗл Мучисен тумӗсем пӗринчен тепри хитререх! Юрпикесем тата еплерех илемлӗ! Пухӑннисене район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров тата администрацинче тӑрӑшакансем кӗтсе илсе саламларӗҫ. Районти Культура ҫурчӗ умӗнчи чӑрӑш тавра савӑнакан Хӗл Мучисемпе Юрпикесене курма часах халӑх йышлӑн пуҫтарӑнчӗ. Уяв хуҫисен карҫинккисене пылак ҫимӗҫсем тултарма та манса кайман иккен, ача-пӑча чӑрӑш тавра ташларӗ, юрларӗ, Хӗл Мучисепе Юрпикесем тӗрлӗ конкурссене хутшӑннине курса савӑнчӗ.
Уява Штанаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Светлана Ефремова ерсе пынипе Надежда Павловӑпа Ираида Семёнова та хутшӑнса пухӑннисемпе пӗрле савӑнчӗҫ.
Сӑнсем (81)
Паян Шупашкарта Хӗл Мучин резиденцийӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Ӑна кӑҫалхипе 8-мӗш хут уҫаҫҫӗ. Хӗл Мучие курма республикӑри ачасем кӑна мар, ун тулашӗнчисем те килни пирки хыпарлать Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби. Резиденцие уҫнӑ май Хӗл Мучи патне янӑ чи лайӑх ҫырусен авторӗсене палӑртаҫҫӗ иккен. Хӗл Мучи хӑй те шӑпӑрлансене ҫыру ярса хуравлать-мӗн.
Ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫула халалласа хальхи вӑхӑтра тӗрлӗ мероприяти иртет. Вӗсене кӑрлачӑн 13-мӗшӗчченех йӗркелеме палӑртнӑ. Ҫак тапхӑрта пурӗ 1 700 ытла мероприяти пулмалла иккен. Йӗркелӳҫӗсем вӗсене 120 пин ытла ҫын хутшӑнасса шанаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |